Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ящур — хăрушă

Ящур — хăрушă

Выльăхсем хăвăрт сарăлакан тата ерекен ящур чирĕпе чирленин тĕслĕхĕсем Раççей территорийĕнче кашни çул тенĕ пекех çирĕпленнине асра тытса Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари служби региона инфекци килсе çитесрен асăрхаттарать.

Çакна асра тытмалла, ящура пуçласа яракан вирус темиçе тĕрлĕ пулма пултарать: А, О, САТ-1,САТ-2, САТ-3 тата Азия-1. Вирус пысăк температурăра хăвăрт вилет, сивĕре вара нумай вăхăт упранать, чире пуçарса ярать. Вирус чирлĕ выльăхран сыввине сĕлекерен, сĕтрен, каяшран е сывласа кăларнă сывлăшран ерет. Çавăн пекех вăл апат, автотранспорт, шыв е выльăха пăхнă чухне усă куракан витре-кĕреçе урлă та ерме пултарать. Чирĕн инкубаци тапхăрĕ 1 кунран пуçласа 7 куна çитиччен тăсăлать, хăш-пĕр чухне 21 куна та çитет.

Пĕрре пăхсан выльăх чирлĕ пек те курăнмасть, анчах чир унпа юнашар тăракан выльăха ерет. Ящурăн малтанхи паллисем çапла пулаççĕ: ĕне выльăх апат çими пулать, сахал кавлет, сĕлекине юхтарать, ỹт температури 40,5-41,5 таран ỹсет, вăл йăвашланать, каярахпа апат вуçех çими пулать. 2-3-мĕш кунхине çỹлти тата аялти тутисем шал енне, чĕлхи çине (хăш-пĕр выльăхăн малти чĕрни çумĕнче) малтанах шывпа тулнă хăмпăсем тухаççĕ. Вĕсем 12-34 сехетрен çурăлаççĕ те эрози пуçланать. Хăмпăсем шăтнă хыççăн ĕне выльăхăн ỹт температури чакать, сĕлеки ытла вăйлă (кунне 2-4 литр таран) юхма тытăнать.

Сыснасем малтан вĕриленеççĕ, апат çимеççĕ, урисен ỹчĕ çинче хĕрлĕ тĕслĕ ыратакан шыçăсем, кайран шывпа тулнă хăмпăсем пулаççĕ, унтан эрози пуçланать. Сыснасем уксахлаççĕ, хăш-пĕр чухне урисен чĕрнисем ỹкме пултараççĕ. Аталанса çитнĕ сыснасен чирĕ 8-25 куна тăсăлать, чирленĕ çамрăк сыснасен 60-80 проценчĕ 2-3 кун хушшинче вилме пултарать. Хăрушă чире район территорине кĕртес мар тесен йĕркене çирĕп пăхăнни кирлĕ.

Хăть хăш выльăха та зоогигиена йĕркисемпе килĕшỹллĕн пăхса усрамалла, апата ют регионсенчен кỹрсе килмелле мар, илсе килнĕ пулсан пĕçерсе е пысăк температурăра пăшăхланă хыççăн тин çитерме юрать, витесене кĕрекен алăксем умĕнче дезоматсем вырнаçтармалла, ун çине пусса кĕмелле, ют çынсене витене кĕртме юрамасть.

Выльăхсене ветеринари справки пулсан анчах сутăн илме юрать, туяннă выльăха 30 кун уйрăм усранă (çав вăхăтра диагностикăлла тĕпчевсемпе профилактика прививкисене тумалла) хыççăн анчах витери е фермăри ытти выльăхсемпе хутăштарма юрать.

Килти е фермăри выльăха кашни кун сăнаса тăмалла. Енчен те выльăхра малтан каланă пек ящур чирĕн паллисене асăрхарăр пулсан ветеринари специалисчĕсене чĕнсе илмелле, çакăн пирки 2-56-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме те юрать.

Выльăхсене аш-какай валли пусса тирпейличчен вĕсене ветеринари специалисчĕсене кăтартмалла, аш-какая ветеринарипе санитари экспертизи витĕр кăларнă хыççăн тин çиме юрать.

В.АФАНАСЬЕВ,
районти ветстанцин ертсе пыракан ветеринари тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code